Ҫитес эрнере Чӑваш Енре ӑшӑрах пулӗ
Вырсарникун пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, ҫумӑр ҫумасть.
Тунтикунран пуҫласа ҫанталӑк лайӑхланать: ҫил лӑпланать, хӗвел пӑхать, 10-15 градус ӑшӑ пулать. Ытларикун тата ӑшӑрах пулӗ.
Эрне варринче пӗлӗтленӗ, ҫил вӑйланӗ. 15-20 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникун сывлӑш температури тата ӳсӗ.
Эрнекун ҫанталӑк сивӗтме тытӑнӗ, вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫумӑр ҫӑвӗ.
Канмалли кунсенче ҫумӑрлӑ тата ҫиллӗ пулӗ. Вырсарникун 15 градус ӑшӑ ҫанталӑк кӗтет.
