Новости

КУЛЬТУРА

Кӑҫал Ҫӗрпÿ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑна хӑҫан тата епле уявлассине нумаях пулмасть ятарлӑ ларура сӳтсе явнӑ. Ку хыпара Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.

Вырӑнтисем хыпарланӑ тӑрӑх, суту-илӗве йӗркелессине ҫеҫ мар (хальхи вӑхӑтра тавара таҫта та тупса илме пулать. Укҫа пултӑр ҫеҫ), культурӑпа спорт мероприятийӗсене те сӳтсе явнӑ.

Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ. Маттур ҫемьесене Пӗтӗм тӗнчери ҫемье кунӗпе чыслӗҫ.
2021-06-18 07:00