Новости

Тарифы вырастут


Раштав уйăхĕн 1-мĕшĕнчен коммуналлă пулăшу ĕçĕсен, ресурссен тарифĕсем пысăкланаççĕ



Тарифсен ÿсĕмĕ вăтамран 9% пысăкланмалла. ЧР Пуçлăхĕн указĕпе республикăри 23 муниципалитетшăн çак шайра /9%/ пулĕ. Шупашкар муниципалитет округĕнче вара 11% çитĕ. Электроэнерги хакĕ республикăри хуласенче кашни киловатт-сехетшĕн 33 пус хушăнĕ, ялсенче 24 пус хакланĕ.


Çут çанталăк газĕн кашни кубла метрĕ халăхшăн 52 пус ÿсĕ. Йăлари хытă каяшшăн хуласенче кашни çынран — 72 тенкĕ те 66 пус, ялсенче кашнинчен 57 тенкĕ те 91 пус тытĕç. Пурăнмалли вырăнтан юхтарса кăларакан таса мар шывшăн, çурт-йĕре хутса ăшăтма парса тăракан энергишĕн, унта сивĕ тата вĕри шыв çитернĕшĕн ресурспа тивĕçтерекен кашни организаци тарифĕ тĕрлĕрен пысăкланĕ.


Çапах Чăваш Енри тарифсем Атăлçи округĕнчи регионсемпе танлаштарсан пĕчĕкрех.


2022-11-30 13:26