Новости

Юратса каланă сăмах тĕнчене илемлетет


«Юратса каланă сăмах тĕнчене илемлетет»

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче "Ыранхи кун вĕçевĕ" кăларăм пичетленсе тухрĕ. Унăн авторĕ - Николай Ишентей, хальхи чăваш литературинче сумлă ят. Пултаруллă çыравçан хайлавĕсене ачасем те, çитĕннисем те юратса вулаççĕ. Çĕнĕ кĕнекене вăтам классенче вĕренекенсем валли çырнă повеç, повеç-юмах, калавсем, сăвăсем кĕнĕ. Кĕнекене пичете хатĕрленĕ май паллă çыравçăпа чуна ÿçса калаçма, унăн пурнăçĕпе, ĕç меслечĕсемпе, шухăш-кăмăлĕпе паллашма май килчĕ.


— Николай Петрович, эпир çăмăл мар саманара пурăнатпăр. Пурнăçри йывăрлăхсем сире ĕçлеме чăрмантармаççĕ-и?


— Пурнăç яп-яка та пĕр чăрмавсăр пулсан сăвă-калав, ытти хайлав çуралмĕччĕ те. Мăнтăр пурнăçпа пурăнакана йăпану юрри те çителĕклĕ. Манăн шухăшпа, йывăрлăх çынна çине тăрса ĕçлеме хистет кăна. Пултару ĕçĕнчи чăрмавсем пушшех тăрăшарах вăй хума чĕнеççĕ. Пулăшаççĕ те.


— Ача-пăча çыравçин этемĕн хăш енĕсене малти вырăна лартмалла?

— Пурнăçăн кукăр-макăрĕ нумай — пурне те пĕлсе çитереймĕн. Анчах ача-пăча çыравçин, манăн шухăшпа, пурнăç чăнлăхне — тĕнче илемлĕ те хаяр пулнине — самантлăха та асран кăлармалла мар. Кашни хайлаврах ыррин усала çĕнтермелле. Пĕчĕк вулакан кĕнекене алла тытсан çут тĕнче чăнах та илемлĕ пулнине туйтăр, тĕнче хаярлăхĕнчен хÿтĕленме кирлине ăша илтĕр. Паллах, ашшĕ-амăшĕн хÿттинче пурăнакансемшĕн ку пĕлтерĕшлех те мар-тăр. Анчах чун-чĕре варрине пĕчĕклех вырнаçнă канăçсăр туйăм ачапа пĕрлех çитĕннине шута илсен ача-пăча кĕнекин пĕлтерĕшĕ капашсăр пысăк пулнине ăнкарса илме йывăр мар. Эпир пурăнакан çĕршыв пуян та илемлĕ. Ун-кун сапаласан мул купи те çухалать, упрама пĕлмесен тĕнче илемĕ те çухалать. Çавăнпа пĕчĕк вулакан чунне уçăмлăх кĕртмелле: хамăр тирпейлĕ пулсан тавралăх та хитре, хамăр вăйлă тăк çĕршывăмăр та мухтавлă. Çитĕнекен ăру кăкăрĕнче вăйсăр кушак çурине хÿтĕлеме хатĕр сисĕмлĕ чĕре тапнă чухне Тăван çĕршыв та шанчăклă хÿтлĕхре пулĕ. Пĕчĕккисен чунĕ çине сиплĕх тумламĕ куллен ÿкейсен этемлĕх нихăçан та пăскăнчăк еннелле сулăнас çук. Илемлĕ литературăри пархатарлă сăнар, çитĕннисен ырă тĕслĕхĕ шăпах асамлă çав тумлампа танлашаççĕ те. Таса та хитре тĕнчере пурăнас тесен ача-пăча валли лайăх кĕнеке ытларах кăлармалла. Юратса каланă сăмах тĕнчене илемлетет. <...>


Полная версия интервью в газете "Хыпар" от 8 ноября 2022 года


Наши люди
Made on
Tilda