Новости

ЯЛ ХУҪАЛӐХӖ



Чӑваш Енре икӗ ҫул ӗнтӗ ӗне усракансене укҫан пулӑшнӑ. Кӑҫал та вӗсене тӗрев пама палӑртнӑ, анчах тӳлеве пурте илеймӗҫ.


Кӑҫал ӗнешӗн паракан субсидие хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисем ҫеҫ илейӗҫ. Унӑн виҫи самаях пысӑк пулӗ: пӗр ӗне пуҫне 7-8 пин тенкӗ. Ӗне туянакансене те тӑкака 100 проценчӗпех саплаштарӗҫ. Анчах ӗнешӗн чӗрӗ укҫапа тӳлемелле мар.


Хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнисене ҫӗр улми, пахча ҫимӗҫ лартса ӳстернипе, сӗт тата аш-какай туса илнипе ҫыхӑннӑ тӑкаксене те саплаштарӗҫ. Техника туянакансен те тӑкака тавӑрма май пулӗ

Made on
Tilda