Новости

Хресчен сасси

Выльăх пулсан хĕл валли утă хатĕрлемелле, кашни кун ик-виç хут апат памалла, витене кашни кун иккĕ тасатмалла, тислĕкне аслăк хыçне куритепе туртса кăлармалла. Çулла кĕтĕве каймалла, ху каяймасан çынна укçалла тытса ямалла. Юлашки вăхăтра укçалла кайма килĕшекенсене те тупма йывăрланчĕ.


Ĕнене ирлĕ-каçлă сумалла, Елисăн вара чĕркуççи сыпписем ыратаççĕ, кашни лармассерен нушаланмалла. Суса пĕтернĕ тĕле вара ури хытсах ларать, ĕне çине таянкаласа, ахлатса аран-аран тăрать. Хуларан сайра хутра килсе çӳрекен ачисем илкелесе каяççĕ-ха сĕт-тăварукне, анчах мăнукĕсем тата кĕçĕн мăнукĕсем хăнана килсен ял сĕтне ĕçесшĕнех те мар. «Лавккари сĕте, порошокран тунă кăвак шыва, ĕçеççĕ, ĕне сĕтне – çук. Мĕнле ачасем халь?» – тĕлĕнсе калаçать Елис хăйсем пек ватăлнă кӳршисемпе.


Ку та кăмăлне хуçать вĕсенне: ĕне усраса кам валли тертленмелле малашне?


(Николай Ларисоновăн "Ĕне сутнă кун калавĕнчен")

Made on
Tilda