Автобуса утланса çÿренӗ Вăрçă пуçланнă çул Анна Прокопьева 11-те кăна пулнă. Хӗрача аслисемпе танах ӗçе кӳлӗннӗ. Ăна «Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче хастар ӗçленӗшӗн» медальпе наградăланă. Тăхăр теçетке çул урлă каçнă Анна Федотовна ача чухнехи çăмăл мар пурнăçӗ çинчен каласа кăтартрӗ
«Асаттепе асаннен 10 ача çуралнă, анчах иккӗшĕ кăна ӳссе çитĕннĕ: Федот /1909 çулта çуралнă/ тата Петр /1916/. Ыттисем пĕчĕклех тĕрлĕ чир-чĕре пула пурнăçран уйрăлнă, — сăмахне пуçларӗ кинемей. — Атте Федот Степанович ăслă-тăнлă çынччĕ. Ишекре вӗренекенскере 6-мӗш класс хыççăн асатте авлантарас тенĕ. Анчах лешĕн авланас килмен курăнать — шкула тухса тарнă. Асатте ăна юлан утпа хăваласа çитсе каялла илсе килнӗ, ампарта виç кун тытнă. Виç кунран лешӗ авланма килӗшнӗ. Хăтана Шăнар ялне кайнă. Анне унран 6 çул аслăччӗ. Хӗрӗн тӳшекки те пулман тет, арча кăна. Туйне пысăккăн тунă. Çӗньялăн вулăс правленийĕнче регистраци тунă, тепĕр кун чиркĕве венчете тăма пынă. Лутраскерсене курсан чиркĕве пынисем питĕ шелленĕ теççĕ. Тепĕр икĕ çултан пӗрремӗш ачи Ирина çут тĕнчене килнĕ. Эпĕ çуралсан çамрăк çемье пӳрт лартса уйрăлса тухнă. Петр та 18-тах авланнă-мĕн. Асаннен пиччĕшĕ Горький хулинче пурăннă. Атте унти автозаводра икĕ уйăх ĕçленĕ, хуларах юласшăн пулнă. Иван пичче пирĕн валли мунча уйăрса панă, çемьене илсе килме хушнă. Атте тăван яла таврăннă та хăйĕн шухăшне каланă. „Мĕнле туйпа илсе килтĕр, çаплах кайса ярăр каялла икĕ ачапа“, — тенĕ анне. Вара вĕсем çула тухман».
«Фронта каятăп»
Федот Степанович çĕвĕ ăсти пулнă. Ялти чылай çынна тăлăп, сăхман тата ытти çĕлесе панă. Красноармейски районĕнче МТС йĕркеленсен трактористсен курсĕнче вĕреннĕ. Тракторист-комбайнерта ĕçленĕ. «Эпир, ачисем, темшĕн аттепе юнашар выртассишĕн вăрçăнаттăмăр. 1939 çулта вăл Мускаври ял хуçалăх куравне те хутшăннă. 390 гектар тырă вырнă-мĕн. Каярах ăна хĕрарăмсен бригадин бригадирне çирĕплетнĕ. Ун чухне хĕрсем те руль умне ларнă. Вырма вăхăтĕнче анне те комбайнер пулăшуçи пулса унпа пĕрле ĕçлетчĕ. 1940 çулта тырă лайăх пулнăччĕ. Пире те нумай панăччĕ. Ампарта михĕсем шаршанлансах выртатчĕç. Аслисем килте çук чухне Ирина ĕне сăватчĕ. Эпĕ ача пăхаттăм. Асанне пире пĕрмай килсе тĕрĕслетчĕ», — калаçăва малалла тăсрĕ Анна Прокопьева.
Анна шкула çиччĕ тултарсан кайнă. Аппăшĕ Ирина 6-рах шкул сукмакне такăрланă. «1941 çулта тăваттăмĕш класран вĕренсе тухрăм. Ун чухне ялта ача нумайччĕ. Пире каçхине лаша çитерме кайма хушрĕç. Атте ярасшăнах марччĕ: «Çывăрасчĕ, ĕçлеме ĕлкĕрĕн-ха», — терĕ. Манăн ыттисенчен юлас килет-и вара, ун сăмахне итлемерĕм — кайрăм. Автобус ятлă лаша уйăрса пачĕç. Çĕрле юрлаттăмăр, кăвайт чĕртеттĕмĕр. Вырсарникун Красноармейски ярмăркки çитрĕ. Унта çуранах 12 çухрăм утрăмăр. Морс ĕçтереççĕ, камит кăтартаççĕ, каруççелпе çаврăнаççĕ, хĕрсем çавтăнса утаççĕ, каччăсем хут купăс калаççĕ. Питĕ хаваслăччĕ. Анне пирĕн пата чупса пычĕ те вăрçă тухнă терĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ: каччăсем «Три танкиста» юрлама пуçларĕç, ĕлĕкхи юрăсене шăрантараççĕ. Анне кашни ăру валлиех вăрçă тухать тетчĕ. Киле çитрĕмĕр те уя тухса утрăмăр. Атте патне утă уйăхĕнче повестка килчĕ. Ун чухне тырă вырма тухнăччĕ. Ăсатса ятăмăр. Эх, макăратпăр хамăр. Вăл пире 5-шер тенкĕ парса хăварчĕ. Çар комиссариачĕ умĕнче стройра тăнă чухне МТС директорĕ аттене бронь пур тесе хăварма ыйтнă. «Эпĕ фронтах каятăп», — тенĕ вăл. Канашра пуйăса 3-4 сехет кĕтме тивнĕ вĕсен. Вăхăт ирттерес тесе 3-4-ăн хула курма тухса утнă. Нумай çӳренĕ-и, сахал-и, каялла вокзала çитнĕ — çынсем те, пуйăс та çук. Атте вокзал пуçлăхĕ патне кĕрсе кайнă. Вĕсене тепĕр пуйăспа лартса янă. Тепĕр талăкран çитнĕ вырăна», — калаçу çăмхи сӳтĕлчĕ малалла.
Федот Степанов Чулхулари автомобильпе мотоцикл полкне лекнĕ. Малтан училищĕре вĕреннĕ. Ăна унтах ĕçлеме хăварнă, инструкторта тăрăшнă. 1944 çулта фронта яма ыйтса заявлени çырнă, Украина фронтне лекнĕ. Танк батальонĕнче службăра тăнă. Ротăра 259 çын пулнă, тĕрлĕ наци çыннисем. Вăл пĕртен-пĕр чăваш пулнă- мĕн. Анчах пĕр çапăçура ура пĕççине амантнă. Госпитальсенче нумай сипленнĕ салтак. Ватутин генералпа пĕр госпитальте выртнă. Ăна Семашко министр та пырса курнă-мĕн. «Киле сусăр пулса таврăнчĕ. Малтан костыльпех çӳретчĕ. Санаторире 12 хут сипленчĕ. Çапах колхоз ĕçне хутшăнатчĕ. Çăмăлрах ĕçре тăрăшнă, бригадир пулнă. 90 çул пурăнчĕ. Ĕçместчĕ, туртмастчĕ. Ывăлĕсене те çапла пулма вĕрентетчĕ. Фронтра панă пируса сахăрпа улăштарнине калатчĕ. Нумай вулатчĕ. Анне вилсен те ĕне, сурăх усратчĕ. Ĕне сумалли хатĕр те пурччĕ ун. Пире те юр-вар парса яратчĕ. Анне 80 çулта вилчĕ. Вăл та ĕмĕрĕпе колхозра ĕçлерĕ. Хутла пĕлместчĕ, çапах алă пусма вĕреннĕччĕ. Вĕренес кăмăл пулнă ун, анчах амаçури ача пăхмалла тесе шкула яман. «Мĕнле пулсан та вĕренĕр, тăрăшăр», — тетчĕ пире анне. Пур ачи те пĕлӳ илчĕ. Ачисене панă грамотăсене те пуçтарса пынăччĕ», — терĕ Анна Федотовна.
Шăннă çĕр улми — чи тутли
Вăрçă пуçлансан кашни киле /çын шутне кура/ ĕç пайласа панă: тырă вырмалла, çумламалла, утă çулмалла, çĕр улми кăлармалла, купăста касмалла… «Тăратăр пуль, ана кая юлать, намăс пулать», — вăрататчĕ анне. Эпир аппапа иккĕн малтан тухса каяттăмăр, унтан анне кĕçĕннисемпе çитетчĕ. Никама та килте хăварман, пушар тухассинчен хăранă. Каç енне вăл кĕçĕннисемпе киле каятчĕ. Эпир юлаттăмăр. Çум курăка илсе килеттĕмĕр, хĕл валли типĕтеттĕмĕр. Ун чухне утă та сахал пулнă, килте ытларах çĕр улми лартаттăмăр. Пахчари çум курăкранах яшка пĕçеретчĕ апай. 1942 çулта махорка лартма пуçларĕç. Ачасене пухса махорка ӳстерекен звено туса хучĕç. Шăвараттăмăр, çумлаттăмăр, купалаттăмăр, пуçтараттăмăр, килте çураттăмăр, ферма тăррине типĕтме хураттăмăр. Типсен фронта ярса параттăмăр. Ĕне те пурччĕ, анчах сĕтне сахал паратчĕ. Пăрушне колхоза леçнĕ. Çавăн пекех çăмарта, çăм, сĕт параттăмăр. Килте сурăхсем те, кушакпа йытă та пурччĕ.Каччăсене фронта илсе кайма пуçласан мана виçĕ лаша шанса пачĕç. Кайран утсене те фронта ăсатма тытăнчĕç. Лашана утланса çӳреттĕм. Шкула юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче каяттăмăр. Ĕç вĕçленмен тĕк шкул хыççăн авăн çапма е çĕр улми кăларма утаттăмăр. Пӳрнене касман ача пулман пуль, ман алла та çурла пĕрре мар лекнĕ. Ĕмĕрлĕхе çĕвĕ юлнă. Ун чухне юн юхсан суран вырăнне тăпра тытнă, çĕтĕкпе çыхнă. Çаплах иртсе кайнă, ним тумасăрах. Телее, нимĕнле чир те ермен. Хĕлле юр тытма каяттăмăр. Уйра юр купалатчĕç. Çуркунне ирĕлсе тăпра ăшне кĕтĕр тенĕ. Курăк çулнă, типĕтсе кĕртнĕ. Çапуççипе çапнă. Клевер акатчĕç, каярах куккурус лартма тытăнчĕç. Ялта ĕçрен пăрăнакан пулман. Ман ӳсĕмрисене вăрçă вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн 1947 çултах медаль панă. Каярах мана та лекрĕ. Ĕçленĕ кунсене апай çине çыртарнă, 250 кун план тултармаллаччĕ. Вăрçă хыççăн та нумай ĕçленĕ, ытларах каникул вăхăтĕнче. Алă усса ларман: арланă, çыхнă, тĕртнĕ… Виçĕ пӳрнеллĕ перчетке çыхаттăмăр, ăпăр-тапăр пуçтарса кисет çĕлеттĕмĕр, салтаксем патне çырусем те янă.
Каччăсене фронта илсе кайма пуçласан мана виçĕ лаша шанса пачĕç. Кайран утсене те фронта ăсатма тытăнчĕç. Лашана утланса çӳреттĕм. Шкула юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче каяттăмăр. Ĕç вĕçленмен тĕк шкул хыççăн авăн çапма е çĕр улми кăларма утаттăмăр. Пӳрнене касман ача пулман пуль, ман алла та çурла пĕрре мар лекнĕ. Ĕмĕрлĕхе çĕвĕ юлнă. Ун чухне юн юхсан суран вырăнне тăпра тытнă, çĕтĕкпе çыхнă. Çаплах иртсе кайнă, ним тумасăрах. Телее, нимĕнле чир те ермен. Хĕлле юр тытма каяттăмăр. Уйра юр купалатчĕç. Çуркунне ирĕлсе тăпра ăшне кĕтĕр тенĕ. Курăк çулнă, типĕтсе кĕртнĕ. Çапуççипе çапнă. Клевер акатчĕç, каярах куккурус лартма тытăнчĕç. Ялта ĕçрен пăрăнакан пулман. Ман ӳсĕмрисене вăрçă вăхăтĕнче тăрăшса ĕçленĕшĕн 1947 çултах медаль панă. Каярах мана та лекрĕ. Ĕçленĕ кунсене апай çине çыртарнă, 250 кун план тултармаллаччĕ. Вăрçă хыççăн та нумай ĕçленĕ, ытларах каникул вăхăтĕнче. Алă усса ларман: арланă, çыхнă, тĕртнĕ… Виçĕ пӳрнеллĕ перчетке çыхаттăмăр, ăпăр-тапăр пуçтарса кисет çĕлеттĕмĕр, салтаксем патне çырусем те янă.
Вăрмана вутă хатĕрлеме çӳреттĕмĕр. 12-14-ри ачасем вутă сĕтĕрнĕ. Нумай ĕçленĕ, тăрăшнă, ӳркенсе ларман. Чылай çынна окоп чавма, торф кăларма илсе кайнă. Хамăр шкул тавра та окоп чавтарнăччĕ. Пиччен арăмĕ Екатерина Петрова та окоп чавма хутшăннă. Аннене пĕчĕк ача пур тесе илсе кайман. Вут хутма вутă та çукчĕ килте. Иринăпа пĕрле вăрмана утаттăмăр. Лексен явап тыттарассинчен шикленме те пĕлмен. Вутти макăрнă пек çунатчĕ. Çăмран тĕртнĕ тăларан шăлавар çĕлесе панăччĕ апай. Пальто кĕскеччĕ. Пӳрт тăррисене те улăм витнĕччĕ. Улăмпах пӳрте ăшă-таттăмăр. Улăм çинчех çывăрнă. Ĕне валли апат та çукчĕ.
Шăннă çĕр улми пуçтарма уя утаттăмăр. Çуркунне уйрăмах тутлăччĕ. Ăна сĕтпе, çăнăхпа хутăштарса пĕçернĕ. Вĕттисене шуратмасăрах кукăль тунă. Кантăр çăвĕпе хутăштарнă. Шкула кайнă чухне вăрман витĕр тухаттăмăр. Çăка папкине пуçтарса çиеттĕмĕр. Серте татма, çырла, юман йĕкелĕ, пан улми пуçтарма çӳреттĕмĕр. Асатте крахмал заводĕнче ĕçлетчĕ. Вăл пирĕн валли мезга /çĕр улми жмыхĕ/, патока илсе килсе паратчĕ. Кайран ăна сыснасене кăна çитеретчĕç. Халĕ те ĕлĕкхи йăлана пăрахман — тĕрлĕ курăк пуçтаратăп. Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчен таврăннă чухне пĕр хĕрача кукăль касăкĕ панăччĕ. Вĕсем лайăх пурăнатчĕç. Епле тутлăччĕ вăл! Çав кукăль тути халĕ те чĕлхе çинчех. Урана тăхăнмалли те çукчĕ. Тен, çавна пулах çăпата хуçма вĕрентĕм. Асатте калăпне те хатĕрлесе пачĕ. Кашнин валли çăпата турăм. Ялти пĕр хĕрарăм хĕрĕ валли çăпата туса пама ыйтнăччĕ. Çавăншăн 60 тенкĕ укçа тыттарнăччĕ. Хĕрĕ халĕ те тĕл пулсан тав тăвать. Хĕлле çăматпа çӳреттĕмĕр. Ĕçлеме пуçласан калуш тăхăннă», — аса илчĕ тыл ĕçченĕ.
Çар ĕçне вĕреннĕ
Вăл Анатри Шурçырмари шкула çӳренĕ. «Çул çинчех пурте пĕрле сăвă пăхмасăр калама вĕренеттĕмĕр. Çуркунне çырмара шыв вăйлăн юхатчĕ. Эп, хытканскер, шыв урлă каçнă чухне чутах юхса кайманччĕ. Анне пырса каçарнăччĕ. Шкул учителĕ Елена Павловна ташлама-юрлама вĕрентетчĕ, экскурсие илсе каятчĕ. Чăрăш та пулман, елкине те курман. Пĕрремĕш хут курсан питĕ тĕлĕннĕччĕ. 1943 çулта вĕренӳ программине çар ĕçĕ кĕртрĕç. Военрук вĕрентетчĕ, çар тумĕпех çӳретчĕ. Çирĕп ыйтатчĕ. Урок валли патак илсе пымасан выртса юр тăрăх шума хушатчĕ, çулла чуптаратчĕ. 7-мĕш класс хыççăн экзамен та тыттарчĕç», — чунне уçрĕ Анна Федотовна. 7 класс пĕтерсен хĕрача фармацевтика шкулне вĕренме кайнă. Çав тапхăр та унăн асĕнчен тухмасть: «Вăрçă çулĕсенче ялта çимелли те çитместчĕ. Ирина, института вĕренме кĕнĕскер, хулара çăкăр параççĕ тесе илĕртрĕ. Экзамена хатĕрленмешкĕн вăл мана хими, физика, арифметика кĕнекисем тыттарчĕ. Каннă вăхăтра вĕсене вулаттăм. Хулана килсе экзаменсем тытрăм. Авăн уйăхĕнче вĕренме илнĕ тесе çыру килчĕ. Вырăсла та лайăх пĕлместĕм, çавăнпа пĕрмай вулаттăм. Çитĕнсен те библиотекăна çӳреттĕм, вуламан кĕнеке те юлман пулĕ. Вăрçă пĕтнĕ кун та асрах. Директор алăкран пырса шаккарĕ. «Хĕрсем, тăрăр! Вăрçă вĕçленчĕ!» — кăшкăрчĕ. Кам макăрать, кам савăнать. Завуч çав кун вĕренмессине пĕлтерчĕ».
Анна Федотовна пулас упăшкипе пĕр класра вĕреннĕ, пĕрлех ӳснĕ. Лаша пăхма та пĕрле çӳренĕ. Салтак атти тăхăнсан та икĕ çамрăк çыру çӳретнĕ. Тăватă çул тинĕс çарĕнче хĕсметре тăнă вăл. Радиотехникăпа кăсăкланакан йĕкĕте училищĕрен вĕренсе тухсан Китая янă. Унта самолет радиотехникĕ пулнă. «Китайран икĕ чăматанпа таврăнчĕ. Мана пальто парнелерĕ. 1955 çулта пĕрлешрĕмĕр. 53 çул пурăнтăмăр. Ман çине алă çĕклесе те, усал сăмах каласа та курман. Икĕ ача çуратрăмăр, анчах асли сарăмсăр вилчĕ. 2 мăнукпа 1 кĕçĕн мăнукпа савăнса пурăнатăп», — чунне уçрĕ кинемей. Аркадий Прокопьевич Хусанти çыхăну техникумĕнче, Мускаври радиотехника институтĕнче пĕлӳ илнĕ, Чăвашэнерго тытăмĕнче вăй хунă.
Çĕрпӳ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕнче 1930 çулта кун çути курнă Анна Прокопьева Шупашкарти фармацевтика шкулĕнчен, Пермьри фармацевтика институтĕнчен вĕренсе тухнă. 50 çула яхăн аптека тытăмĕнче тăрăшнă, Чăваш Енри аптека управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ пулнă. Аптека службин ветеранĕсен канашĕн председателĕн тивĕçĕсене 24 çул пурнăçланă. «ЧАССР сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята, «СССР сывлăх сыхлавĕн отличникĕ» палла тивĕçнĕ. Аптекăра ĕçленĕ пулин те Анна Федотовна витамин та илсе ĕçмен. «Гематоген кăна туянаттăм. Халĕ те усă курмастăп. Ывăл вилсен кăна валерьянка ĕçнĕччĕ. Больницăра та пĕрре кăна сипленнĕ», — палăртрĕ вăл. Чăннипе те, тĕлĕнмелле çын вăл. Ача чухне нумай нуша-асап курнăскере йывăрлăх çирĕплетнĕ кăна, пурнăçри чăрмавсене çĕнтерсе пыма пысăк вăй-халпа хавхалану панă. Ахаль ларма хăнăхманскер тивĕçлĕ канăва тухсан çемьепе ăру, тăван ял историне, аптека кун-çулне тĕпчесе темиçе кĕнеке çырса кăларнă.