Новости

Петров Николай Петрович

Николай ИШЕНТЕЙ, чăваш çыравçи:

— Аттепе анне юратăвĕпе, ăшшипе киленсе ӳсрĕм. Шел те, асаттепе асанне эпĕ çураличчен пурнăçран уйрăлнă. Телее, кукамая курма пӳрнĕ мана. Астăватăп-ха: эпĕ 4-5 çулсенче чухне вăл пирĕн пата килнĕ. Ун чухне канфет тавраш хальхи пек ывăç тулли пулман. Вăл çичĕ мăнукĕ /вĕсенчен эпĕ чи кĕçĕнни/ валли мĕн илсе килнине пĕлесчĕ сирĕн.

«Манăн сирĕн валли тутли пур-ха», — тесе кукамай хĕвĕнчен пысăк катăк сахăр кăларчĕ. Сахăр кăшманĕнчен тунăскерччĕ вăл. Чул пек хытăччĕ. Ăна шăлпа катаймастăн. Вара вăл кăмака умĕнчи кусарпа пире пайласа пачĕ. Аслисене пурне те валеçнĕ хыççăн ман валли çур катăках юлчĕ. «Ку — пĕчĕккине. Вăл часрах çитĕнтĕр», — терĕ кукамай. Эх, епле савăннăччĕ эпĕ. Унччен те пулмарĕ — аслисем ман тавра кускалама пуçларĕç. «Пире те çитер-ха!» — теççĕ хăйхискерсем… Пайласа çирĕмĕр.
Made on
Tilda