Новости

Наши люди

Анатолий Петров тренера çăмăл атлетсен кашни ăмăртăвĕнчех курма пулать. Спорт судйин тивĕçĕсене пурнăçлаканскер çичĕ теçетке çул урлă каçнă пулин те стадионта çамрăк çын пекех чупса çӳрет. Яш чухнехи шухăлăх халĕ те çухалман унăн.


— Сывлăх аптрамастчĕ-ха. Халĕ сулахай ура канăç памасть. Çамрăк чухнех суранлатнăччĕ, темиçе çул каялла аварие лекнĕ хыççăн ура пушшех нушалантарма тытăнчĕ, - терĕ вăл


Тĕплĕнрех – «Хыпар» хаçатра (15.07.2022)

Анатолий ПЕТРОВ: Ĕç хыççăн тренировкăна чупаттăм

Анатолий Петров тренера çăмăл атлетсен кашни ăмăртăвĕнчех курма пулать. Спорт судйин тивĕçĕсене пурнăçлаканскер çичĕ теçетке çул урлă каçнă пулин те стадионта çамрăк çын пекех чупса çӳрет. Яш чухнехи шухăлăх халĕ те çухалман унăн.

— Сывлăх аптрамастчĕ-ха. Халĕ сулахай ура канăç памасть. Çамрăк чухнех суранлатнăччĕ, темиçе çул каялла аварие лекнĕ хыççăн ура пушшех нушалантарма тытăнчĕ.


— Анатолий Сидорович, спорт çулĕ çине хăçан тăтăр?


— Пирĕн кил-çурт çунса кайнă хыççăн мана Чурачăкри интернат шкула вĕренме ячĕç. Физкультура учителĕ Николай Законов çирĕп ыйтатчĕ, спорта хăнăхтарчĕ. Эпĕ 13-ре чухнех аслисемпе тупăшаттăм. Районти ăмăртусене пĕрмай илсе каятчĕ. Хĕлле — йĕлтĕрпе, çулла кросс чупаттăмăр. Атте те йĕлтĕрпе ярăнма юрататчĕ. 8-мĕш класс хыççăн Шупашкарти 4-мĕш училищĕне вĕренме кĕтĕм. Унта та спорт енĕпе лайăхчĕ, ăмăртусене хутшăнаттăмăр. Аркадий Малышкин вĕрентекен пире çирĕп тытатчĕ. Çар чаçĕнче те /служба Казахстанра иртрĕ/ турнирсенчен юлман. Полк командирĕ спортпа туслăччĕ. Пире ăмăртусемпе сборсене яратчĕ. Алматарах хăварасшăнччĕ — юлмарăм, тăван ене таврăнтăм. Каменщик специальноçне алла илсен «СУ-27» предприятире ĕçлерĕм. Стройотрядра та спортсменсем пурччĕ: пире ăмăртусене, сборсене кайма ĕçрен хăтаратчĕç. Ĕç хыççăн тренировкăна каяттăм, çав вăхăтрах каçхи шкулта вĕренеттĕм. Ун чухнех ахаль сулланса çӳреме вăхăт та пулман. Института вĕренме кĕрсен Аркадий Улангин хăйĕн хӳттине илчĕ. Вăл пирĕншĕн иккĕмĕш атте пулчĕ, пирĕнтен çын турĕ. Киревсĕр йăласенчен пăрса тăчĕ. Хамăр хушăра картла укçалла выляттăмăр, çак йăларан та пистерчĕ. Сборсенче те вĕренме вăхăт уйăратчĕ. Эпир экзамен-зачета епле хатĕрленнине тĕрĕслесе тăратчĕ. «Шпаргалка çырăр», — тетчĕ. Ăмăртусенче «Труд» спорт обществин чысне хӳтĕлеттĕм. Студент çулĕсенчех СССРăн пĕрлештернĕ командине илчĕç. Бельгие кросс чупма кайнăччĕ. Унта эпĕ 8000 метрлă дистанцире 4-мĕш вырăн йышăнтăм. Пирĕн команда вара пĕрремĕш пулнăччĕ. Пединститут хыççăн ял хуçалăх институтне, «Урожай» спорт обществине куçрăм. Унта мана Леонид Сниткин пулăшса пычĕ.


— Эсир марафон та чупнă…


— Вăтам дистанцисенчен марафона куçма йывăрах мар, мĕншĕн тесен организм йывăрлăха хăнăхса пырать. Калининградра иртнĕ спартакиадăра пĕрремĕш хут марафон чупрăм. Спорт мастерĕн нормативне те марафон чупса тултарнăччĕ.


— Чăваш спортсменĕсен йышĕнче марафон чупакан сахал мар. Вăрттăнлăхĕ мĕнре-ши?


— Пĕчĕклех ĕçлесе ӳснĕ, ача чухнех йывăрлăха чăтма хăнăхнă эпир.


— Олимпиадăна кайма май пулнă-и сирĕн?


— Совет Союзĕнче конкуренци пысăкчĕ, команда йышне кĕме çăмăл марччĕ. Пирĕн командăра Николай Пуклаков пурччĕ. Унпа пĕрле Олимпиадăна хатĕрлентĕмĕр. Унăн результачĕсем пысăкчĕ. Мускав кубокĕнче çĕршыв рекордне çĕнетрĕ те ăна Олимп командине илчĕç. Çав ăмăртăва эпĕ те хутшăннăччĕ.


— Тренер ĕçне хăçан пуçăнтăр?


— 1978 çулта. Ун чухне ял хуçалăх институтĕнче ĕçлеттĕм. Команда членĕ пулнă май малтан хам тренировка тăваттăм, унтан атьсемпе ĕçлеме каяттăм. Урана амантнă хыççăн спорт карьерине вĕçлерĕм. Институтра спортпа туслă студент нумайччĕ. Слава Кротов спорт мастерĕн нормативне тултарнăччĕ. Владимир Смирновăн кăтартăвĕсем аванччĕ. Слава Репин кайран колхоз председателĕ пулчĕ. Куславкка районĕнчи паллă фермер Василий Семенов та ман патра хатĕрленетчĕ, 1500-3000 метрлă дистанцисене чупатчĕ, анчах диплом илсен спортран кайрĕ. Зоя Миролюбова та чылай çитĕнӳ турĕ, вăл халĕ Василий Николаевичăн хуçалăхĕнче тĕп агрономра тăрăшать. «Спартак» спорт обществинче те вăйлисем пурччĕ. Ун чухне тренерсем ушкăнпа ĕçлетчĕç.


— Кайран та сирĕн вĕренекенсем пысăк çитĕнӳ тунă…


— Чи пултарулли, паллах, — Сергей Иванов. Вăл Шупашкарти Олимп резервĕсен училищинче ĕçленĕ чухне ман пата куçрĕ, унччен Николай Родионов /РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ. — Авт./ патĕнчеччĕ. Кайран унăн мăшăрĕ Галина килчĕ. Римма Ульянова, Вера Никифорова, Сергей Петров… Маттурччĕ вĕсем. Тăрăшмасан пысăк çитĕнӳ тăваймăн. Халĕ çамрăксемпе ытларах ĕçлетĕп. Анна Ильина /Доментьева/, Даниил Максимов, Стас Прокопьев, Анжела Гурьева, Александр Зорин спортра палăрасса шанатăп. Вĕсем Раççейри ăмăртусенче хăйсен вăйне тĕрĕслеççĕ. 


Андрей МИХАЙЛОВ.
Made on
Tilda