Новости

Бенефис

Николай Ишентей Çĕрпӳ районĕнчи Тури Шурçырма ялĕнче 1953 çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче çуралнă.
Вăл Çĕрпӳ районĕнче шкулта ачасене вĕрентнĕ, унтан «Хыпар» хаçатра, «Капкăн» журналта ĕçленĕ.
1995 çулта «Ялав» журналта унăн «Çуралман ача сасси» поэми пичетленнĕ. Ăна чăвашсен паллă академикĕ Г.Н.Волков пысăк хак панă.
Николай Ишентей нумай кĕнеке авторĕ, кĕçĕннисен юратнă юмахçи те. 1994 çултанпа Раççей писателĕсен союзĕн членĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ.
Паян Наци библиотекинче Николай Ишентейĕн бенефисĕ иртет Литература мероприятине сăвăç 70 çул тултарнине халалланă.
✅
✅
Made on
Tilda