Новости

Парез

Хĕлле-çуркунне ĕнесем ытларах пăрулаççĕ. Çак вăхăтра вĕсен парез пулма пултарать. Вăл ĕнен организмĕнчи япаласен ылмашăнăвĕ арканнипе те çыхăннă.



Парез паллисем: пăруланă хыççăн вăхăт нумаях та иртмест — ĕне чĕтреме пуçлать, вăл апат çиесшĕн мар, выртасшăн, выртсан мăйне «С» сас палли евĕрлĕ кукăртса пăрать. Шыв та ĕçмест. Çав вăхăтра вĕсене çăвартан шыв яма юрамасть. Хăшĕ-пĕри эрех е тип çу ярать. Ку тĕрĕс мар. Мĕншĕн тесен çак чирпе аптăранă чухне вăл çăтайманнипе шĕвек тӳрех тип пыра каять. Выльăхăн ӳт температури питĕ хăвăрт чакать. Каçхине витене йĕркеллĕ выльăха хупатăн, ирччен вăл вилме пултарать. Çавăнпа тин пăруланă ĕнене пăхсах тăмалла. Йăвашрах курăнсан выльăх тухтăрне чĕнмелле.


Пăрулама хатĕрленекен ĕнене сĕт пăрахтарнă хыççăн тĕрĕс апатлантармалла: пахалăхлă утă çитермелле, лайăх пăхас тесе çăнăх ытлашши памалла мар. Рационне клетчатка пур апат кĕртмелле. Парез ытларах чухне ăратлă, сĕт нумай паракан ĕнесен пулать.


Made on
Tilda