Skip to content Skip to left sidebar Skip to footer

Миллионы фронтовиков все ещё не вернулись с войны

С днем победы

Яланах асӑмра…
Пирӗн кукаҫсем, асаттесем,
Курайман мӑнукӗсене вӗсем.
Выртса юлнӑ вӑрҫӑ хирӗнче,
Кисреннӗ ун чухне тӗнче.
Ҫитеймен тӑван килӗсене,
Ыталайман юратнӑ мӑшӑрӗсене.
Ҫук вӗсен вилтӑприсем,
Лармаҫҫӗ унта хӗреҫсем.
Хӑрушӑ вӑрҫӑ кунӗсем
Ан пулччӑр тек нихӑҫан!
Хальхи пурнӑҫ чӑнах та аван,
Пуҫне хунӑ уншӑн салтаксем.
Лараҫҫӗ ялсенче палӑксем,
Хуратпӑр унта чечексем.
Яланах асӑмра паттӑрсем,
Лӑпкӑ ҫывӑрӑр тӑвансем.
⭐⭐⭐⭐⭐

Стихи Людмилы Соколовой (Нестерова)