Skip to content Skip to left sidebar Skip to footer

Правила ветеринара

Кăçалхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çĕнĕ йышши ветеринари правилисем вăя кĕреççĕ.

Ку йĕркепе килĕшӳллĕн, шултра мăйракаллă выльăхăнне лейкоз чирне тупса палăртсан вăл пурăнакан хуçалăха тата ун тавра 5 километр чухлĕ карантина хупмалла. Ун пек вырăнтан выльăха илсе тухма юрамасть. Сывă ĕнесемпе чирлисене пĕрле тытма чарнă. Чирлĕ тата инфекциллĕ ĕнесен сĕтне пăрусене ĕçтермелле мар. Лейкозпа чирлĕ ĕнесемпе вăкăрсене диагноз лартнă хыççăн 15 кун хушшинче пусма ямалла. Чирлĕ выльăхăн сĕтне пĕтермелле.

Чир сарăлнă вырăнтан инфекциллĕ выльăха пĕтерсен, серологи тĕпчевĕ ирттернĕ хыççăн нимĕн те тупмасан карантина сирĕç.

0 Comments

There are no comments yet

Leave a comment

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *