Тăван чĕлхе.©
Василий Шихранов.

Чăваш чĕлхи,тăван сăмахлăх,
Унран чапли мĕнех-ши пур?
Унрах пулни,унрах -пуласлăх.
-Вăл пур чухне  чăваш та пур!

  Чăваш чĕлхи -анне сассийĕ,
  Сăпка юрри шăраннă чух.
  Чăваш чĕлхи – çăлкуç юххийĕ,
  Итленĕçем киленнĕ чух!

Чăваш чĕлхи- салтак юррийĕ,
Яш каччăна ăсатнă чух.
Чăваш чĕлхи -пике юррийĕ,
Шур тутăрне тĕрленĕ чух.

  Тăван чĕлхе -вĕри куççулĕ,
  Чăваш унран вăтаннă чух…
  Тăван чĕлхе -малашлăх çулĕ.
  -Унран хакли пулас та çук!

Ытамĕнче пире упратăр
Çак çут тĕнчен Таса Турри!
Чăвашлăха тытса тăрайтăр
Çак авалхи чĕлхе пурри!

Пока нет комментариев

Добавить комментарий

Укажите email и ваше имя, чтобы оставить комментарий.

Этот сайт использует Akismet для борьбы со спамом. Узнайте, как обрабатываются ваши данные комментариев.

Перейти к верхней панели