Skip to content Skip to left sidebar Skip to footer

Ман Чăваш енĕм

Ман Чăваш енĕм.©
Василий Шихранов.

Çак çĕр çинче пысăках мар пулсан та-
Тулли тĕнче эс маншăн пурпĕрех!
Хăш-пĕр чухне ăçта кăна кайсан та
Чунăм туртать Чăваш ене пĕрех!

Ют çĕрсенче тăван сăмах илтсессĕн
Чупса пырса итлессĕм ман килет.
Тăван çĕре çавăрăнса çитсессĕн
Çĕрне выртсах-çке чуп тăвас килет!

Е улăхпа,е вăрманпа утатăп —
Хама туятăп çăтмахри пекех!
Сан сывлăшна кăкăр тулли çăтатăп,
Санран ырри-çке пулас çук текех!

Çак çĕр çинче пысăках мар пулсан та
Тулли тĕнче эс маншăн пур-пĕрех!
Юлашки хут куçа хупма выртсан та
Ман Чăваш енĕм,пулăн чĕремрех!

0 Comments

There are no comments yet

Leave a comment

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *