Skip to content Skip to left sidebar Skip to footer

ЯЛ ПУРНӐҪӖ

Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов сӗт сутакансемпе тӗл пулнӑ. Вӑл ӗнер Шупашкар районӗнчи Курак Чурачӑк ялне кайнӑ.

Ял ҫыннисем министра пӗлтернӗ тӑрӑх, сӗт пухакансем асӑннӑ ҫимӗҫе пӗр литрне 19 тенкӗпе туянаҫҫӗ.

Сергей Артамонов ӗнентернӗ тӑрӑх, ял ҫыннисене урамсене, тӑван тӑрӑха хӑтлӑх кӳресси ытларах пӑшӑрхантарать. Сӑмахран, ҫырмара плотина тӑвасси, лавкка умӗнчи лапама хитрелетесси, ҫӳп-ҫап контейнерӗсене лартса тухнӑ вырӑнсене бетонласси.

Ӗне усракансене кӑҫал та укҫан пулӑшас тенине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пӗр ӗнешӗн – 2400, икӗ ӗнешӗн – 3400-шар тенкӗ, виҫӗ тата ытларах ӗнешӗн 4400-шар тенкӗ парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ.

Хăшпĕр районта пурăнакансем халăхран пуçтаракан сĕт хакĕ чакнине пĕлтереççĕ. Чĕр тавар хакне мĕн витĕм кӳрет тата вăл малашне мĕнле улшăнĕ, çак ыйтăва сĕт суса илекенсем, ăна пуçтаракансем тата тирпейлекенсем сӳтсе яврĕç.

0 Comments

There are no comments yet

Leave a comment

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *