В Чувашии могут быть образованы муниципальные округа

Вырăнти хăй тытăмлăх йĕркелĕвĕ çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе Патшалăх юстици ĕçĕсен службин ертӳçи Дмитрий Сержантов паллаштарчĕ.

Саккун проекчĕ чăннипех пысăк пĕлтерĕшлĕскер. Сăмах вырăнти хăй тытăмлăха çĕнĕ ăнлав кĕртесси пирки пырать. Çĕнĕ административлă территори единици пулмалла — муниципалитет округĕ. Министрсен Кабинечĕн юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕн кун йĕркинче саккун проектне ырларĕç, çапла вара республикăра хăш-пĕр районпа хулана пĕрлештерсе муниципалитет округĕсем туса хурас малашлăх валли çул уçăлать.

Пока нет комментариев

Добавить комментарий

Укажите email и ваше имя, чтобы оставить комментарий.

Этот сайт использует Akismet для борьбы со спамом. Узнайте, как обрабатываются ваши данные комментариев.

Перейти к верхней панели