С 25 апреля в Чувашии установят особый режим

ГКЧС председателĕ Олег Яковлев палăртнă тăрăх, çуркуннехи-хĕллехи тапхăрта граждансем вăрмансене йышлăн çӳреççĕ, кăвайт чĕртеççĕ, хытă каяшсене, çӳп-çапа, кивĕ курăка çунтараççĕ — ку пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. 

Çавăнпа уйрăм режимпа çуллен усă курасси йăлана кĕнĕ. Пĕлтĕр вăл ака уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçланса юпа уйăхĕн 7-мĕшĕччен пынă. 

Кăçал юр кайса пĕтесси тытăнарах тăнине кура Олег Николаевич уйрăм режима ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен вăя кĕртме сĕнчĕ. Правительство сĕнĕве ырларĕ. Çак кунран тытăнса çынсем, транспорт вăрмансене кĕрсе çӳрес, вут чĕртессипе çыхăннă ĕçсем пурнăçлас тĕлĕшпе чарусем вăя кĕрĕç.

Пока нет комментариев

Добавить комментарий

Укажите email и ваше имя, чтобы оставить комментарий.

Этот сайт использует Akismet для борьбы со спамом. Узнайте, как обрабатываются ваши данные комментариев.

Перейти к верхней панели