Ваттисен сăмахĕсем — ламран лама куçса пыракан сăнарлă сăмахсем. Вĕсем шухăша кĕскен те çивĕччен, ытарлăн палăртаççĕ. Ваттисен сăмахĕсенче халăхăн кун-çулĕ, ăс-хакăлĕ, шухăшлавĕ, тĕнчекурăмĕ ӳкерĕннĕ.
Тутӑ — Выҫӑ
Час-часах черкке енне пӑхсан часах пуҫна та ҫухатӑн.
Ҫӑкӑр халӑх пуянлӑхӗ, ӑна упрама пӗлес пулать.
Тутти ҫын выҫҫине курмасть, питти ҫын ҫӗтӗкне курмасть.
«Хӑймаллӑ турӑхран тутли ним те ҫук», — терӗ тет уйранран пуҫне
ним те ҫисе курман ҫын.
Алла лекнӗ апат хырӑм тирне самӑртать.
Апатран юлсан та, ӗҫрен ан юл.
Апат ӑша кантарать, милӗк ҫурӑма кантарать.
Апачӗ пулсан кашӑкне тупма пулӗ.