Skip to content Skip to left sidebar Skip to footer

Персональное поздравление от Людмилы Соколовой в день рождения Барышева Владимира

Хаклӑ ял-йыш Улатимӗр!
Аҫу-аннӳ шутланипе,
Чӗнес тенӗ пуль сана
Аслӑ князьӑн ячӗпе.
     Тень  шутланӑ урӑхла,
      Ҫирӗп пултӑр тимӗр пек,
       Ӑслӑ пултӑр патша пек,
        Тесе панӑ пуль ятна.
    Кӗркунне пуянлӑхпе
    Килнӗ эс ҫак тӗнчене.
    Яш каччӑ пек сӑнупа
     Ан шутла эс ватӑлма.
Эс, тӑванӑм, пултаруллӑ,
Пур ӗҫу та кӑмӑллӑ.
Ҫуралнӑ кунпа саламлатпӑр,
Ырлӑхпа телей сунатпӑр.
     Тус-тӑванна хӑналама
      Тулли пултӑр кӗрекӳ!
      Ӗҫре ялан хастар пулма
      Ҫирӗп пултӑр сывлӑху!!!
Чун чӗререн ырӑ сунса,
Л.В. Соколова (25.10.2020) 

СПАСИБО ЗА ПОЗДРАВЛЕНИЕ!

0 Comments

There are no comments yet

Leave a comment

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *