Skip to content Skip to left sidebar Skip to footer

Ан ятла хӑвна иртнишӗн

Альбина ЮРАТУ 
АН ЯТЛА ХĂВНА ИРТНИШĔН 
(Не ругай себя за прошлое)

 Ан ятла хăвна иртнишĕн,
 Пулнă, иртнĕ... Манса кай…
 Ан вăрçсам час такăннишĕн, 
Утма тăрăш çиле май. 

Иртнине тек тавăраймăн,
 Витĕннĕ вăл тусанпа.
 Хăвантан, пĕлсем, тараймăн,
 Çыхăннă чун туйăмпа. 

Эс куллен телей шыранă 
Çакă аслă тĕнчере.
 Ĕмĕтленнĕ, кулнă, шаннă, 
Вĕçнĕ çÿллĕ тÿпере.

 Çук, иртмест кун-çул ÿкмесĕр,
 Ÿкĕнмесĕр те пулмасть. 
Мĕнле пурăнăн йĕмесĕр?
 Хурлансан куççуль юхать... 

Хушса юрламалли: 
Ан ятла хăвна иртнишĕн, 
Тухĕ саншăн та хĕвел! 
Савăнсам эс пурăннишĕн, 
Çитĕ санăн та мехел.




0 Comments

There are no comments yet

Leave a comment

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *