Альбина ЮРАТУ
 УТСАССĂН ÇЕÇ МАЛТА ХĔВЕЛ КУРАЙĂН
 (Только идя, увидишь впереди солнце)

 Кашни этемĕн хăйĕн пурнăç çулĕ,
 Утаймĕ çав çулпа никам нихçан.
 Чун ĕмĕт-шанчăкпа утсан çеç тулĕ,
 Ÿксен те тăмалла: кун-çул аван!!!

 Кун-çул сив çилĕ чĕрене шăнтсассăн
 Ĕнен, тупăнатех çулта вучах.
 Хĕлхемĕпе чунна шеп ăшăтсассăн
 Ешерĕ вăй илсе парка пучах.

 Утсассăн çеç малта хĕвел курайăн,
 Шевле ирĕлтерет шур тĕтрене.
 Чăн телее кĕрешÿре тупайăн,
 Шырар ялан чăн тĕрĕслĕх çулне.

 Хушса юрламалли:
 Эх, пурнăç çулĕ, эс пулан пин тĕрлĕ:
 Тумхахлă, кукăр, анлă, ансăр, тÿрĕ.
 Кашни этемшĕнех эс йĕрлĕ-йĕрлĕ,
 Тип-типĕ те пулан эс, питĕ нÿрлĕ… 

Пока нет комментариев

Добавить комментарий

Укажите email и ваше имя, чтобы оставить комментарий.

Этот сайт использует Akismet для борьбы со спамом. Узнайте, как обрабатываются ваши данные комментариев.

Перейти к верхней панели