Skip to content Skip to left sidebar Skip to footer

Счастье позвало в дальнюю дорогу

Альбина ЮРАТУ 
ИНÇЕ ÇУЛА ТЕЛЕЙĔМ ЧĔНЧĔ
 (Счастье позвало в дальнюю дорогу)

 Инçе çула телейĕм чĕнчĕ, 
Утатăп хыççăн васкаса. 
Куç умĕнче иртнийĕм ĕнчĕ, 
Эп утнă çулăм тап-таса.
 
Телейĕм хыççăн халь васкатăп,
 Шап-шур чечеклĕ çулпала.
 Чечек çыххи кулса пухатăп,
 Ăна эп пайлăп санпала.

 Шур чечексем ална тыттарăп,
 Телейĕм сĕнче пайлашма.
 Текех чуна эп ыраттармăп,
 ХАМА ВĔРЕНТĔМ ХАКЛАМА.

 Хушса юрламалли:
 Тавах сана, телейĕм, эс пурришĕн,
 Хăвпа пĕрле инçе çула чĕннишĕн
 Шап-шур чечеклĕ çул парнеленишĕн,
 Ман тунсăх пурнăçа илемлетнишĕн.

0 Comments

There are no comments yet

Leave a comment

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *