Ăçта каян, чăваш, тăван килтен?
 Мĕн-ма эс ют çĕрте телей шыран? 
Мĕн-ма таран сăваплă çут пилтен? 
Ан ман, халăхупа эс пĕр кăкран.
Кунта сан кÿршÿсем, сан тăвансем,
 Кунтах улма пахчи, тăван килÿ.
 Ачалăхран эс утнă сукмаксем,
 Чĕнет хăй тĕнчине аса илÿ…
Кунта çуралнă эс, ан кай таçта,
 Кунта хĕресленеççĕ çулусем.
 Çемье эс çавăрнă савса кунта,
 Килте кĕтеççĕ ăслă ачусем.
Çак çĕр вăл санăн, пĕл, тивĕçлипе!
 Кунта ыр канлĕх тупнă несĕлсем.
 Кунтах вăран эс ыйхăран ирпе,
 Кунтах васка килтен, кĕтеç ĕçсем.
Кунтах хăпарт вĕр çĕнĕ керменсем,
 Ÿстер улмуççисем сад пахчара.
 Кунта та пур сан тумалли ĕçсем,
 Хăв чĕлхÿпе калаç, шанса упра.
Ан кай, чăваш, эс пăрахса килне,
 Чăн-чăн телей тăван çĕрте анчах. 
Çук туянма тăван кил ăшшине,
 Эс кирлĕ мар ют тăрăхра пачах.
… Телей вăл - мăшăрпа пĕрле пулни, 
Ĕçе хăнăхтарни ачусене.
 Хăв çемйÿпе кашни куна кĕтни,
 Курма пĕлни тăван çĕр илемне.

Пока нет комментариев

Добавить комментарий

Укажите email и ваше имя, чтобы оставить комментарий.

Этот сайт использует Akismet для борьбы со спамом. Узнайте как обрабатываются ваши данные комментариев.

Перейти к верхней панели