Чӑваш Енри ялсене укҫа парасшӑн.

Паян республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев районсемпе хуласенчи старостӑсемпе тата территорири халӑх хӑй тытӑмлӑхӗн ертӳҫисемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр муниципалитет Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнӗ ятпа хушма укҫа уйӑрма ыйтнӑ. Олег Николаев ку шухӑша ырласа йышӑннӑ.

«Сирӗн умӑртах Ял хуҫалӑх тата Финанс министерствисене ку укҫана епле уйӑрасси пирки шухӑшласа пӑхма хушатӑп. Кашни яла 100-шер пин тенкӗ уйӑрассине ырлатӑп. Ку цифра 100 ҫулхи юбилейпе ҫыхӑнӗ», – ҫак шухӑша палӑртнӑ Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. Район центрӗсемпе хуласем валли укҫа виҫине урӑхларах шутласа памалла.

Пока нет комментариев

Добавить комментарий

Укажите email и ваше имя, чтобы оставить комментарий.

Этот сайт использует Akismet для борьбы со спамом. Узнайте как обрабатываются ваши данные комментариев.

Перейти к верхней панели