Чӑваш Енре пурӑнакан «вӑрҫӑ ачисене» ятарлӑ удостоверени пама тытӑнасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара ҫав документ епле пулассине республикӑн Министрсен Кабинечӗ официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ.

Удостоверени тӗкӗсм хӗрлӗ тӗслӗ пулӗ. Унӑн тулаш енче, сылтӑмри ҫӳлти кӗтесре, икӗ йӗркепе «Дети войны» (чӑв. Вӑрҫӑ ачисем) тата «1927–1945» тесе ҫырса хурӗҫ.

Удостоверение 1927 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗччен ҫуралнисене парӗҫ. Ӑна илес тесен социаллӑ хӳтлӗх пайӗсенче заявлени ҫырмалла. Заявленипе пӗрле хӑҫан ҫуралнине, ӑҫта пурӑннине ҫирӗплетекен хутсем тата паспорт кирлӗ.

Пока нет комментариев

Добавить комментарий

Укажите email и ваше имя, чтобы оставить комментарий.

Этот сайт использует Akismet для борьбы со спамом. Узнайте как обрабатываются ваши данные комментариев.

Перейти к верхней панели