АЧАЛĂХ СУКМАКĔСЕМ
Тăван ялăм еннелле эп халь утатăп васкаса
Хам ачалăх сукмакне такăрлатса.
Таврăнатăп шухăшпа эп шух ачалăх тĕнчине
Уçса алăкне…
Чĕрене пит хумхатаççĕ илĕртÿллĕ сукмаксем,
Улăхра вĕл! чÿхенеççĕ чечексем…
Кил умне эп çывхаратăп чуна çывăх урампа
Хавас туйăмпа.
Хушса юрламалли:
Ачалăхăм, яланах эс ман асра,
Хумхантаран чĕрене телей сунса…
Ачалăхăм, яланах эс ман чунра,
Хăват парса пиллен эс юратса…
Тăван ялăм илемленчĕ çĕнĕ шурă çуртсемпе,
Мухтанать вăл ĕçчен ывăл-хĕрĕпе.
Пит хăватлă çăл сассийĕ янăратчĕ таврара
Юхса çырмара.
Улмуççи шап-шур çеçкеллĕ, ешереççĕ пахчасем,
Ыр сунаççĕ сар хĕвеллĕ сукмаксем…
Ĕмĕтри ман хĕм сукмакăм витĕнет çап-çут ирпе
Таса шур пирпе…

dig

dig

dav
Надежда
Классно!