Skip to content Skip to left sidebar Skip to footer

Не погаснет жизнь в деревне?

ÇУК,

ПУЛМĔ САСĂ ПАРАКАННИ

Ялсем пыраççĕ пушанса,
Лараççĕ тăлăххăн çуртсем…
Пÿрт алăкне яри уçса
Чупса тухмаççĕ ачасем…

Хăна-вĕрле те шавламасть
Пĕрне-пĕри тавсси тесе.
Çĕн юрă та пач янрамасть,
Вучах çунмасть тек хĕмленсе…

Суп-суккăр тĕттем кантăксем,
Вĕлтрен ÿсет урамсенче.
Чĕриклетеççĕ хăмасем
Пуш-пушă çуртăн ăшĕнче.

Çитсессĕн пушă çурт умне
Чун сÿлетет шикленнипе…
Эп тĕршĕнеп хÿме çумне,
Куçа хупмастăп çĕрĕпе!

Сÿнет-шим пурнăç ялсенче?
Çуталмĕç-шим чÿречесем?
Чечек шăтмасть-шим садсенче?
Тек йĕмĕç-шим шăпарлансем?

Хаваслă туй кĕрлемесен,
Уйра тиха кĕçенмесен,
Ача сасси янрамасан,
Пуласлăх пулмĕ, ялăм, сан!!!!!

Çухатĕ ялăм хăватне,
Хăй илемне, ытарлăхне.
Сив çил çеç шаккĕ кантăкран!
Çук, пулмĕ сасă паракан…

1 Comment

  • Очень жаль,что у людей может нет возможности вернуться к отчему дому! Жители нашей деревни рады каждому возвращению городских жителей в том числе и я.

Leave a comment

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *